Кану каçĕ «Чĕререн тухнă сăмахсем, чĕренех çитеççĕ» ятпа иртет, ăна Раççейри Çемье çулне халалланă. Асăнна мероприяти премьера шайĕнче театрпа концерт пĕрлешĕвĕнче (Çтерлĕ хули, Ленин проспекчĕ, 30в çурт) иртет, çавăнпа та программăра çĕнни, ăша хывмалли юрăсемпе ташăсем çителĕклех пулĕç.
Çемье пĕлтерĕшне хак парса пĕтереймĕн. Çемье вăл – юрату, шанăç, ăнлану тата йала-йĕрке çăлкуçĕ. Шăпах çемьере ача çын пулса çитĕнет, унăн тĕнче курăмĕ аталанать, патриотизмпа тăван кĕтесе юратас туйăмсен никĕсĕ çирĕпленет.
Анне ача çуралсанах пĕчĕк чуна сăпка юррипе йăпатма пуçлать, асанне-кукамай юмахсемпе тата халăх юрри-кĕввипе илĕртет. Каярах, пĕве кĕрсен, атте арçын ачана ал ĕçĕсене хăнăхтарать, асатте-кукаçи халăх йăли-йĕркисемпе тата сипетлĕх никĕсĕсемпе паллаштарать. Çак хутшăнура чăтăмлăх тата ырă сăмах малти вырăнта тăрать. Чĕлхере мĕнпур шухăшсем, туйăмсем, кулянупа хумхану, юратупа курайманлăх, ырăпа усал упранать. Пурне те çухатма пулать – çĕре, ирĕклĕхе, пурлăха, çĕр чăмăрĕ тăрăх сапаланса кайма пулать. Анчах та тăван чĕлхе тата халăх чунĕ пур чухне чĕрĕ халăх пулса юлмалла. Премьера вăхăтĕнче шăпах çак шухăша уçса парĕç куракан умĕнче «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн маттур пикисем.
Ансамблĕн илемлĕх ертÿçи - Пушкăртстан Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Лира Файзуллина.
Пурне те концерт премьеринче хапăл туса кĕтеççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.