Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
2 Мартӑн , 17:20

Йăмранри «Çăлкуç» халăх фольклор ансамбльне - 70 çул

Ĕнер, март уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнчи модельлĕ культура çуртĕнче  вырăнти «Çăлкуç» халăх фольклор ансамблĕн  (ертÿçи – Алина Степанова) 70 çулхи юбилейне паллă турĕç.

Йăмранри «Çăлкуç» халăх фольклор ансамбльне - 70 çул
Йăмранри «Çăлкуç» халăх фольклор ансамбльне - 70 çул

Ансамбль хастарĕсене чаплă юбилей ячĕпе район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Гульнара Исанбаева, Йăмран ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Равиля Кутлыгина, район администрацин культура пайĕн ертÿçи Виктория Мухамадеева, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн хисеплĕ председателĕ Людмила Мурманская, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академин Уралçум филиалĕн председателĕ Игорь Петров истори наукисен кандитачĕ, Чăваш наци конгресĕн Пушкăртстанри элчи, Авăркас районĕнчи ЧНКА ертÿçи Василий Федоров, Ĕпхÿри Павел Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн директорĕ Наталья Никитина, Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишмари историпе культура центрĕн ертÿçи Светлана Семенова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов саламларĕç, пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тума, куракана малашне те савăнăç парнелеме сунчĕç. Паллах, «Çăлкуç» ушкăнăн пĕр пайташĕ те парнесĕр тата Тав çырăвĕсĕр е Хисеп хучĕсĕр юлмарĕç.

Çавăн пекех хăйсен ĕçтешĕсене  Ĕпхÿри «Нарспи» халăх фольклорпа этнографи ансамблĕ,  Авăркас районĕнчи Нукасакри  «Ăраскал» ушкăн тата таврари ялсенчи чăваш, мăкшă, вырăс ансамблĕсем хисеп турĕç. Виçĕ сехете тăсăлнă мероприяти питĕ кăмăллă та ăшă лару-тăрура иртрĕ.

Уяв каçĕ çинчен тĕплĕнрех «Урал сасси» хаçатăн 10-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Йăмранри «Çăлкуç» халăх фольклор ансамбльне - 70 çул
Йăмранри «Çăлкуç» халăх фольклор ансамбльне - 70 çул
Йăмранри «Çăлкуç» халăх фольклор ансамбльне - 70 çул
Йăмранри «Çăлкуç» халăх фольклор ансамбльне - 70 çул
Йăмранри «Çăлкуç» халăх фольклор ансамбльне - 70 çул
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: