Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
29 Мартӑн , 10:15

Республикăри икĕ коллектив «Культура вăл – эпир» фестивалĕн финалисчĕсем пулса тăнă

«Культура вăл – эпир» Пĕтĕм Раççейри фестиваль-конкурсăн пĕрремĕш суйлав тапхăрĕ вĕçленнĕ. Унта регионтан 259 коллектив хутшăнма кăмăл тунă.

Республикăри икĕ коллектив «Культура вăл – эпир» фестивалĕн финалисчĕсем пулса тăнă
Республикăри икĕ коллектив «Культура вăл – эпир» фестивалĕн финалисчĕсем пулса тăнă

Çав шутра – театра кăмăллакансем, цирк коллективĕсем, академи хорĕсем, вокалпа хор ансамблĕсем, вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕсем.

Пушкăртстанри икĕ коллектив – Ĕпхÿри наука тата технологисен университетĕнчи «Айтуган» халăх ташă ансамблĕ тата Белорецк хулинчи Культура керменĕнчи вĕрсе каламалли инструментсен халăх оркестрĕ - фестивальте мала тухнă.

Зонăри смотрсен кăтартăвĕсем тăрăх, 20 лауреата палăртĕç. Вĕсем «Культура» наци проекчĕн гранчĕсене илме тивĕçĕç.     

     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: