Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
20 Апрелӗн , 15:40

«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă

Пушкăртстанра Наци костюмĕ кунне кашни çулах апрель уйăхĕн виççĕмĕш тата сентябрĕн иккĕмĕш эрне кунĕсенче паллă тăваççĕ. Кăçалхипе асăннă уяв республикăра тăваттăмĕш хут иртрĕ. Çакă вăл кирек хăш халăха та иртнĕ пурнăçа аса илме, йăла-йĕркесемпе культурăна ăша хывма хистет.

«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă
«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă

Тĕрĕпе, алă ĕçĕсемпе пуян чăваш халăхĕ те çак куна тивĕçлĕ тимлĕх уйăрать, тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. Акă, Мияки районĕнчи Суккул ялĕнчи Г.С. Трофимов ячĕллĕ культура çурчĕ тата кунти пуçламăш шкул «Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоба хутшăнса хăйсен капăр тумĕсемпе ыттисене паллаштарнă. Уйрăмах шăпăрлансем наци костюмне тăхăннине хак пама кăмăллă. Шăпах çакăн пек самантсенче çамрăк ăрура чăвашлăх туйăмĕ, наци мăнаçлăхĕ çуралать. Аслисем вара вĕсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче шутланаççĕ. Çакна аяларах илсе кăтартнă сăн ÿкерчĕксем те çирĕплетеççĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă
«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă
«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă
«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă
«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă
«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă
«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă
«Чăваш тумĕн илемĕ» флешмоб тĕрлĕ ăрăва пĕр çĕре пухнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: