-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Хальхи 195 çынна йышăнма пултаракан Культура керменĕ 47 пин çын пурăнакан района ниепле те тивĕçтермест. Çуртра тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттермелле, кунта кружоксем йĕркелеме, репетицисем ирттерме условисем çук. Премьер-министр ачасене аталанма ункайлă условисем пулччăр тесе территори пирки шутласа пăхма шантарнă. Ун шухăшĕпе çĕнĕ çурт пĕтĕм районшăн пысăк культура центрĕ пулмалла.
Андрей Назаров регионти Çĕр пурлăхĕн министерствипе муниципаллă влаçсене çĕнĕ Культура керменĕ валли çĕр лаптăкĕ суйласа илме хушнă.