Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
28 Июнӗн , 12:50

«Ташă – халăхăн чунĕ» уява «Шуратăл çăлкуçĕсем» чăваш халăх ансамблĕ илем кÿнĕ

Июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче «Уфанет» компани черетлĕ социаллă проект пуçарса  янă – Файзи Гаскаров ячĕллĕ ташă ансамблĕн «Ташă – халăхăн чунĕ» ятпа республика тăрăх гастроль йĕркеленĕ. Салават хули маршрутра пĕрремĕш пулнă.

«Ташă – халăхăн чунĕ» уява «Шуратăл çăлкуçĕсем» чăваш халăх  ансамблĕ илем кÿнĕ
«Ташă – халăхăн чунĕ» уява «Шуратăл çăлкуçĕсем» чăваш халăх ансамблĕ илем кÿнĕ

Çак кун хулари Культурăпа кану паркĕнче наци культурисен лапамĕсене те йĕркеленĕ, кашниех хăйсен ăсталăхĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарнă. Уяв программине вырăнти «Шуратăл çăлкуçĕсем» («Родники Агиделя») чăваш халăх ансамблĕ те илемлетнĕ. Унăн хастарĕсем халăх юррисене шăрантарнă, халăхăн тум капăрлăхĕсемпе пуянлăхне кăтартса панă.

- Мероприяти вăхăтĕнче эпир хамăрăн лапамра чăваш хĕрарăмĕн тата хĕрĕн пуçа тăхăнмалли япалисене хатĕрлессипе мастер-класс йĕркелерĕмĕр. Уява килнисенчен чылайăшне масмак, хушпу, тухья кăсаклантарчĕ, хăшĕ-пĕрисем алăпа тытса пăхсах хак пачĕç, - каласа парать Салават хулинчи чăваш культура обществин ертÿçи Ирина Степанова.

Тĕп сцена çинче вара куракансене 60 çынран тăракан Файзи Гаскаров ячĕллĕ ансамбль артисчĕсем хăйсен пултаруллăхĕпе савăнтарнă. Вĕсем пĕр сехет çурă пыракан программа вăхăтĕнче кану каçне пухăннă халăха тĕрлĕ халăх ташшипе тыткăна илнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: