Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Культура
13 Августӑн , 14:20

Мечетлĕ районĕнче çĕнĕ культура çурчĕ пулĕ

Мечетлĕ районĕнчи Çĕнĕ Муслюмово ялĕнче çитес вăхăтра çĕнĕ культура çурчĕ хăпартма пуçлĕç тесе пĕлтернĕ район администрацийĕнче. Çĕнĕ культура вучахне «Культура» наци проекчĕн витĕмĕ çĕклĕç.

Мечетлĕ районĕнче çĕнĕ культура çурчĕ пулĕ
Мечетлĕ районĕнче çĕнĕ культура çурчĕ пулĕ

Пĕр хутлă çуртăн лаптăкĕ 897 тăваткал метрпа танлашĕ. Унта 150 çын вырнаçмалăх куракансен тата хореограф залĕсем пулĕç. Унсăр пуçне çуртра сиплев физкультури енĕпе занятисем ирттермелли пÿлĕм тата библиотека вырнаçĕç. Кунтах драма кружокĕ ĕçлĕ, аэробика занятийĕсене йĕркелĕç.

Объектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 126,15 млн тенкĕпе танлашĕ. Çĕнĕ Муслюмово ялĕнчи культура çуртне 2025 çулхи август уйăхĕ тĕлне хăпартса пĕтерме палăртаççĕ.    

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: