+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Студире вокала, инструментсене çырса пыма тата аранжировкăсем тума май паракан паянхи саманана тивĕçтерекен сасă оборудованийĕ вырнаçнă. Вăл пулăшнипе ачасем мультфильмсенчи сăнарсен сассисене çыртарма, трексемпе подкастсем, е пĕр-пĕр аудиокĕнеке тума пултараççĕ.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, кăçал «Кăвак кайăк» ача-пăча вулавĕн центрĕ «Культура» наци проекчĕн витĕмĕпе килĕшуллĕн çĕнĕ ăру библиотекин статусне илнĕ. Унта кĕнеке фондне пуянлатнă, «АниМагия» мультстуди, «Авалхин çăлкуçĕсем» таврапĕлÿ лабораторийĕ, мастер-классен залне тата библиотекафе уçнă.