Пур хыпар та
Культура
29 Декабрӗн 2024, 15:00

Тĕрлĕ енлĕ талантсем пурри - «Чун уççи» ансамблĕн пуянлăхĕ

Декабрь уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнчи Степановсен Çемье музейӗ ҫумӗнче "Чун уçҫи" чӑваш фольклор ушкӑнӗ йӗркеленнине палӑртса тӗлпулу каҫӗ иртрĕ. Ăна çывхарса килекен Çĕнĕ çула халалларĕç.

Тĕрлĕ енлĕ талантсем пурри - «Чун уççи» ансамблĕн пуянлăхĕ
Тĕрлĕ енлĕ талантсем пурри - «Чун уççи» ансамблĕн пуянлăхĕ

Музей ертӳҫи Елена Васильевна мероприяти валли ятарласа номерсем хатӗрлеме никама та хушу памарӗ: харпӑр хӑй асне килнипе хӑтланччӑр, хӑйсене ирӗклĕ тытчӑр терӗ-ши? Чӑнах та, ҫапла пулчӗ те. Хӑшӗ сăмах ҫаврӑнӑшӗсен ӑсти, хӑшӗ кулӑшла мыскарасем кӑтартма, чӑваш эстрадипе халӑх юррисем шӑрантарма пултаракансем пулчĕç, вӑйӑ вылякансем те хӑйсемех тупӑнчӗҫ. Кун пек йӗрке кашнин талантне уҫса кӑтартма пулӑшрӗ.
Кирек мӗнле ушкӑнра та пӗрлӗх ҫирӗп пултӑр тесессӗн,  пӗр-пӗрне хисеплеме пӗлни, уҫӑ та таса чун-чӗререн сума суни, татулӑх кирлех. Кармӑскалă районӗн Культура керменӗнче "Кĕр сӑри" уява йĕркелнĕренпе нумай та вӑхӑт иртмерӗ пулин те, "Чун уҫҫи" ушкăн хастарĕсем тунсӑхласа ҫитнӗ пулас. Тӗлпулу каҫӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ.
Ҫитес Ҫӗнӗ ҫулпа пӗтӗм чӑвашсене ӑшшӑн саламлатпăр, ырлӑх-сывлӑх, ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
     Иван СТЕПАНОВ.

Кармаскалă районĕ, Сихун ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: