Пур хыпар та
Культура
13 Кӑрлач , 10:10

Ирина Саригель юрăç-композитор хăйĕн пултарулăх каçне йыхравлать

Январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче (шăмат кун) Ĕпхÿри «Нур» патшалăх тутар театрĕнче Ирина Сухарева-Саригель юрăç-композиторăн «Тăван çĕршыва мухтаса манăн чун-чĕрен тухнă кĕвĕсем» («Мелодия моей души во славу Родины» пултарулăх каçĕ иртет. Тĕлпулу 17.00 сехетре пуçланать.

Ирина Саригель юрăç-композитор хăйĕн пултарулăх каçне йыхравлать
Ирина Саригель юрăç-композитор хăйĕн пултарулăх каçне йыхравлать

«Çак мероприяти поэзипе юрра-кĕвве халалланă уяв çеç пулмĕ. Кунта чăн малтан патриотизм теми малти вырăна тухса тăрать. Концерт программине Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемпе вĕсен çемйисене халалланă юрăсем пуянлатĕç. Кама манăн пултарулăх килĕшет, тыткăна илет пурне те тĕлпулăва килсе курма йыхравлатăп. Туссем, сирĕн умăрта пуçăма таятăп», -  тесе çырнă Ирина Сухарева-Саригель тĕрлĕ мессенджерсемпе социаллă сетьсенче пултарулăх каçне йыхравланă май.

Чăн та Ирина Витальевнан пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ те анлă. Кунта куракан куçĕпе хак памалли çителĕклех. Уйрăмах юрăçа куçа-куçăн курса унăн юрри-кĕввине, ăсталахĕпе пултарулăхне ăша хывни мĕне тăрать. Апла пулсан, тус-ентешсем, сире кану каçне йыхравлатпăр. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр, тÿлевсĕрех кĕртеççĕ. 

+6

Йĕркелÿçĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: