Пур хыпар та
Культура
28 Мартӑн , 11:30

Тухăçлă ĕçлеме – тĕслĕ принтер

Март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Раççейре культура ĕçченĕсем хăйсен профессилле уявне паллă турĕç. Вĕсен халăхăн канăвне усăллă йĕркелес, пурнăçне хаваслăх кĕртес ĕçри тÿпи калама çук пысăк. Мĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркелемеççĕ пулĕ вĕсем, мĕн тĕрлĕ вăйă-кулăпа савăнтармаççĕ пулĕ куракансене?

Тухăçлă ĕçлеме – тĕслĕ принтер
Тухăçлă ĕçлеме – тĕслĕ принтер

Çак уяв ячĕпе республикăри кашни район-хулари культура пайĕсем мероприятисем йĕркеленĕ. Сăмахран, Кармаскалă тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем районти Культура керменĕнчи спорт залне пухăннă, вĕсем хăйсен уявне савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă.

Культура ĕçченĕсен кунĕ культура отрасльне аталантарассипе ытларах та ытларах ĕçлекенсене чысламалли кун шутланать. Çакна шута илсе çав кунхине культурăпа кану учрежденийĕсен тата вулавăшсен ĕçченĕсене, ача-пăча ÿнер шкулĕсен педагогĕсене, халăх пултарулăх ушкăнĕсен ертÿçисене Хисеп хучĕсем парса чысланă. Унсăр пуçне культура сферинче вăй хуракансен ĕç-хĕлне тĕрлĕ номинацисенче палăртса хăварнă. Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Пушкин карттипе тухăçлă ĕçлекен чи лайăх учреждени» номинацинче Йăмран ялĕнчи нумай функциллĕ культура çурчĕ мала тухнă. Вăрăм ĕмĕрлĕ те пуян историллĕ «Çăлкуç» халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Алина Степанова тĕслĕ принтер туянма укçа-тенкĕ сертификачĕ илме тивĕçнĕ.

 - Районти Культура керменĕн ертÿçине пирĕн ĕçе пысăк хак панăшăн тав тăватăп. Эсир çĕнĕ çитĕнÿсем тума, лартнă тĕллевсене пурнăçлама хавхалантаратăр. Ĕçтешсене професси уявĕпе саламлатăп, пултарулăх ĕçĕнче иксĕлми хавхалану сунатăп. Çавăн пекех Йăмран клубĕнчи пултарулăх ушкăнĕн пайташĕсене те чĕререн тав тăвас килет. Вĕсен ăсталăхне, пултарулăхне концертсенче çеç мар, конкурс-фестивальсенче те час-часах куратпăр. Малалла та сирĕн хастарлăхăр ан чактăр, сывлăхлă пулăр, - тенĕ Алина Леонидовна парне сертификатне алла илнĕ май.

Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

 

Тухăçлă ĕçлеме – тĕслĕ принтер
Тухăçлă ĕçлеме – тĕслĕ принтер
Тухăçлă ĕçлеме – тĕслĕ принтер
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: