Пур хыпар та
Культура
31 Июлӗн 2025, 10:00

«Тăван Атăл» журналăн 7-мĕш номерĕ вулакан патне çитрĕ

Хисеплĕ вулаканăм! «Тăван Атăл» журналăн черетлĕ 7-мĕш номерĕ пичетленсе тухрĕ. Малтанхи страницăсенче Казахстан халăх поэчĕ Абай Кунанбаев пирки сăмах пырать: хуплашка çинче - унён портречĕ (сăмах май, ку вăл - тÿлевлĕ пай), Василий Захаров писатель вулакансене Абай Кунанбаев çуралнăранпа 180 çул çитнĕ май хатĕрленĕ материалсемпе паллаштарать - унăн биографийĕпе, ăна халалланă сăвăсемпе, Абайăн саккăршар йĕркеллĕ сăввисемпе, Казахстанăн çак паллă поэтне халалланă тата ытти хайлавпа.

«Тăван Атăл» журналăн 7-мĕш номерĕ вулакан патне çитрĕ
«Тăван Атăл» журналăн 7-мĕш номерĕ вулакан патне çитрĕ

Журналăн сумлă кĕрекинче - Чăваш халăх поэчĕн Николай Исмуковăн «Искандер тĕкĕрĕ» историллĕ роман сыпёкĕ. Вăл виçĕ кăларăма пырĕ. Çак чи çÿллĕ шайри хайлав, ĕлккен те ăста чĕлхепе çырнăскер, чăваш литературин паянхи аталану çул-йĕрне палăртать, ылтăн çÿпçине кĕрет.

 «Тăван Атăл» журналта малашне хамăрăн писательсем çеç мар, кÿршĕллĕ пурăнакан ытти халăх çыравçисем те сăмах илĕç, куçарусем пулĕç. Ку номерте Пушкăртстанри «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕн хайлавĕ - Лидия Шурçăл çырнă «Эпĕ телей шырани», Тутар Республикинче пурăнакан Николай Зимин поэтăн «Ял çынни вăл - ял çынни» поэмисем пичетленсе тухрĕç.

Журнал хăйĕн вулаканĕсене интереслĕ хайлавсем сĕнет - унта çул çÿрев те, çемье вулавĕ те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 80 çул çитнине халалланă калавсем те сахал мар: Ара Мишшин - «Хаклă арăм», Тамара Артизанован - «Хур кайăк», Александр Сорокинăн «Иккĕн…» калавĕсем кĕтеççĕ сире.

Маргарита Матросован «Пирĕн кукамай» очеркĕнче чăваш тĕнчин ырă та килпетлĕ, сăпайлă, ĕçчен хĕрарăм сăнарĕ куç умне чĕррĕн тухса тăрать. Вулакан чунĕнче мĕн тери пархатарлă сăнар çуратать вăл…

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин кунне анлăн паллă турĕç. «Атăлçи çăл куçĕсем» уяв Чăваш Енре 33-мĕш хут пулса иртрĕ. «Руç ăстисем. Ал ăстисен тăрăхĕ» конкурса хутшăнакансем пирки хатĕрленĕ «Раççейĕн ылтăн аллисем» репортаж пысăк вырăн йышăнать. Ку конкурса пурĕ 17 регионтан 47 ăста хутшăннă. Людмила Сачкова редактор вĕсемпе тĕплĕн паллаштарĕ.

Литература институтĕнчен вĕренсе тухнă паянхи пултаруллă çыравçă Александр Ильин çак кунсенче 80 çул тултарать. Нумай поэма авторĕ проза, драматурги жанрĕсемпе те ăнăçлă ĕçлет. Çавна май унăн кун-çулĕпе пултарулăхне халалланă кăларăм самаях пысăк вырăн йышăнать. Вулакансене унăн «Çур аки», «Çурла», «Хапха», «Сар хумлă тырă уйĕнче» поэмисене вулама сĕнетпĕр.

Арсений Тарасов журналист «Çеçпĕл» кинофильма ÿкернĕренпе 55 çул çитнине халалласа «Данкопа танлаштарас килет» очерк пичетлерĕ. «Мĕн хистерĕ çыравçа калем тытма?» рубрика хăйĕн актуаллăхне çухатмасть - Николай Исмуковăн пултарулăх лаççипе паллаштарать. Çамрăк çыравçăсем, вулăр, ăс пухăр!

     «Капкăна» юратакансем валли _ «Капкăн кĕтесĕ». Мыскарасемпе шÿтсем, кăсăк ÿкерчĕксем - йăлтах сирĕншĕн! «Тĕрĕ пултăр парне» рубрикăра вара - кил хуçи хĕрарăмĕсем валли чи илемлĕ, куçа савăнтаракан тĕрĕсем.

Людмила САЧКОВА.

Шупашкар хули.

«Тăван Атăл» журналăн 7-мĕш номерĕ вулакан патне çитрĕ
«Тăван Атăл» журналăн 7-мĕш номерĕ вулакан патне çитрĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас