Пур хыпар та
Культура
21 Сентябрӗн 2025, 13:10

Чăваш хастарĕсем Чăваш Ен артисчĕсене тарават кĕтсе илнĕ

Ĕнер, сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Пушкăртстана Чăваш патшалăх пукане театрĕн артисчĕсен пысăк йышĕ килсе çитнĕ. Паян вĕсен виçĕ куна (сентябрĕн 21-23-мĕшĕсем) тăсăлакан гастроль пуçланать.

Чăваш хастарĕсем Чăваш Ен артисчĕсене тарават кĕтсе илнĕ
Чăваш хастарĕсем Чăваш Ен артисчĕсене тарават кĕтсе илнĕ

Шупашкар хăнисене Ĕпхÿре республикăри чăваш Канашĕн хастарĕсем, П.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем кĕтсе илнĕ. ПР чăвашсен Канашĕн хисеплĕ председателĕ Людмила Мурманская çирĕплетнĕ тăрăх, артситсем тĕлпулупа кăмăллă юлнă. Çакнах Чăваш халăх артистки, ПР тава тивĕçлĕслĕ артистки, пирĕн ентеш Елена Хорькова та (пысăк йышра вăл та пур) пĕлтерчĕ.

Паян артистсем Пушкăрт патшалăх пукане театрĕн сцени çине «Сказка о Ежике, волшебном лесе и кое о чем..» спектакльпе куракансен умне тухаççĕ. Ыран программăпа - «Король лир» трагеди, сентябрĕн 23-мĕшĕнче «Жди меня» спектакль пулать.

Сентябрь уйăхĕн 24-28 мĕшĕсенче Ĕпхÿрех «Курсак-фест» Тĕнчери пукане театрĕсен пĕрремĕш фестивалĕ иртет. Чăваш Ен артисчĕсем унта та хутшăнаççĕ, хăйсен ăсталăхĕпе куракансене малтанхи кунах паллаштараççĕ. Эпир вĕсене ăнăçу сунатпăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Чăваш хастарĕсем Чăваш Ен артисчĕсене тарават кĕтсе илнĕ
Чăваш хастарĕсем Чăваш Ен артисчĕсене тарават кĕтсе илнĕ
Чăваш хастарĕсем Чăваш Ен артисчĕсене тарават кĕтсе илнĕ
Чăваш хастарĕсем Чăваш Ен артисчĕсене тарават кĕтсе илнĕ
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас