Пур хыпар та
Культура
20 Ноябрӗн 2025, 20:00

Пушкăртстан ялĕнче тепĕр культура çурчĕ алăкĕсене уçĕ

Мечетлĕ районĕнчи Новомуслюмово ялĕнче çывăх вăхăтра нумай функциллĕ культура çурчĕ ĕçлеме пуçлĕ.

Пушкăртстан  ялĕнче тепĕр культура çурчĕ алăкĕсене уçĕ
Пушкăртстан ялĕнче тепĕр культура çурчĕ алăкĕсене уçĕ

Çакăн çинчен республикăри Строительство министерстви пĕлтерет.

Объектра строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ, Госжилстройнадзор специалисчĕсем тĕрĕслев ирттереççĕ. Культура çуртне 2024 çулхи июль уйăхĕнче вырăнти çынсем ыйтнипе, Радий Хабиров пулăшнипе хăпартма пуçланă.

Сакăр çĕр тăваткал метра яхăн лаптăк йышăнакан центрта 150 вырăнлă куракансен, хореографи, выставка залĕсем, кружоксем валли пÿлĕмсем тата библиотека пур.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас