-14 °С
Уҫҫӑнах
Благовещенск хулинче Салават Юлаев бюстне юсанă. Пушкӑртстан наци паттӑрӗн палӑкне юсама вырӑнти ҫын социаллӑ сетьсенче чӗнсе калани хистенĕ.
Комментари Республикăна ертсе пыракан центра çитнĕ. Благовещенска коммуналлă службăн ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем тĕрĕслев ирттернĕ хыççăн палăка çĕнетме йышăну тунă.
Специалистсем палăк никĕсне улăштарнă, бюста çĕнĕрен сăрланă.