Пур хыпар та
Культура
26 Ноябрӗн 2025, 11:00

Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр

Чăваш тĕрри – тӑван халăхӑн сӗм авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли, нацин иксĕлми пуянлăхĕ, унăн ĕмĕрлĕхĕсене çыхăнтаракан еткерĕ.

Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче кашни çулах Чăваш тĕрри кунне паллă тăваççĕ. Çак кун тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса хăварма, ламран лама пама тăрăшнă тĕрĕ ăсти Екатерина Ефремова кун çуралнă.

Паян эпир сире, хаклă туссем, çак чаплă уявпа саламланă май Анатолий Абрамовăн «Тĕрĕ» сăввипе паллашма сĕнетпĕр. Çавăн пекех Кармаскалă районĕнчи Тинĕскул ялĕнчи Галина Михайлова алă ăстин ĕçĕсене хак пама пултаратăр. Тархасшăн, хапăл туса йышăнсамăр.

  

Тĕрĕ

Чӑвашра пур виҫӗ Улӑп:
Юрӑ, Тӗрӗ те Сӑмах.
Вӗсемпе хӑватлӑ пулӑп,
Вӗсемех - мерчен-ахах!

Хусанкай пире шантарнӑ:
Вӗсем чупӗҫ малаллах!
Калӑн, тӳперен пуль аннӑ,
Пурлӑха упрамаллах!

Манӑн Асанне тӗрленӗ,
Тӗр-тӗрленӗ аппасем!
Халӑх шаннӑ та ӗненнӗ:
Ҫунатлаччӗр тӗрӗсем!

Сӳс хӳреллӗ тимӗр йытӑ
Кӗтӗр-тухтӑр ӗмӗрех!
Савӑнатпӑр питӗ хытӑ,
Тӗрлӗ пултӑр чӗререх!

Анатолий АБРАМОВ.

Шупашкар хули.

Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Чăваш тĕрри кунĕпе саламлатпăр
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас