Клубăн кивĕ çурчĕ 2009 çултах ăшăсăр тăрса юлнă. Кăшт вăхăтран юхăннăран тата хăрушсăрлăха тивĕçтерменрен ăна хупса хунă. Çак çулсенче ял çыннисем пухăнма, мероприятисем ирттерме тата пултарулăх пуçарăвĕсене аталантарма май паракан культура центрĕ уçăласса ĕмĕтленнĕ.
Халĕ паянхи куна тивĕçтерекен илемлĕ те хăтлă клуб пурне те йышăнма хатĕр. Çак пĕлтерĕшлĕ проекта «Башкирская медь» ООО укçа-тенкĕ енчен пулăшу панипе пурнăçа кĕртме май килнĕ.
- Культурăн çĕнĕ вучахĕ нумай çул хушши Подольск çыннисене савăнтартăр, вĕсене пĕрлештерсе çĕнĕ çитĕнÿсем тума май патăр, - тесе пĕлтернĕ Хайбулла район пресс-службинче.