Кино фончĕн Кинозалĕсенче фильмсене кăтартни çинчен хыпарлакан пĕрлĕхлĕ федераллă автоматизациленĕ информаци системин кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн сутнă билетсен тупăшĕ 2 005 772 717 тенкĕпе танлашнă.
Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче Буратино историйĕпе 3,7 млн ытла çын паллашма кăмăл тунă.
Игорь Волошин режиссерăн çĕнĕ фильмĕ Алексей Толстойăн «Золотой ключик, или Приключения Буратино» юмахне паянхи кунпа килĕшÿллĕн интерпретацилени пулса тăрать.
Çĕнĕ фильмăн премьери «Приключения Буратино» совет саманинчи телефильм тухнăранпа 50 çул çитнĕ кун иртнĕ. Проект композиторĕ – Алексей Рыбников. Рольсене Виталия Корниенко, Александр Яценко, Федор Бондарчук, Виктория Исакова, Александр Петров, Анастасия Талызина тата ыттисем вылянă.