Урал сасси
+23 °С
Ясно
Культура
21 Июля , 11:00

Пушкин картти" программӑн пӗрремӗш ҫур ҫул пĕтĕмлетĕвĕ

Январь уйӑхӗнчен пуҫласа июнь уйӑхӗччен Пушкӑртстанра "Пушкин карттине" 264 пин ҫын тивĕçнĕ, ку пӗтӗмӗшле йышăн ҫурри ытла пулать.

Пушкин картти" программӑн пӗрремӗш ҫур ҫул пĕтĕмлетĕвĕПушкин картти" программӑн пӗрремӗш ҫур ҫул пĕтĕмлетĕвĕ
Пушкин картти" программӑн пӗрремӗш ҫур ҫул пĕтĕмлетĕвĕ

Пушкӑртстан правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров  республика çак кӑтартупа Раҫҫей регионӗсен хушшинче 13-мӗш вырӑн йышӑннине пӗлтернĕ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, шкул ачисем асăннă программӑпа анлă усă кураççĕ, ҫав вӑхӑтрах ӗҫлекен ҫамрӑксемпе вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем хастарлӑх сахалрах кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл асăннă категорипе кӗркуннерен  ĕçлеме чӗнсе каланӑ.

 Кашни çул проекта 1,5 миллиард тенкӗ ытла уйăраççĕ. Ҫак укҫа-тенке культура учрежденийӗсенче тăрăшакансен ӗҫ укҫине, ҫавӑн пекех юсав ӗҫӗсене тата ҫӗнӗ оборудовани туянма яраҫҫӗ. Анчах та, Андрей Назаров каланӑ тӑрӑх, майсемпе туллин усӑ курмаҫҫӗ. Ҫамрӑксен интересне ӳстерес тесе  «Пушкин карттипе» усă курмалли мероприятисен шутне анлăлатасшăн, хальхи вăхăтра кирлисене кĕртесшĕн.  Кирлӗ форматсен шутӗнче - чӳлмек ӗҫӗпе, йывӑҫпа касса ӑсталассипе ăсталăх класĕсем тата тӗрлӗ цифра проекчӗсем.

Тухăçлă ĕçлекен муниципалитетсен шутне  Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Салават хулисем, Туймазă тата Мелеуз районӗсем кĕнĕ.

Ытти хуласемпе районсене вӗсен ӑнӑҫлӑ опытне йышӑнма сӗннӗ. Унсӑр пуҫне сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа ирттерекен мероприятисен пахалӑхне тӗрӗслеме тухса ҫӳрекен тӗрӗслевсем йĕркелеме палӑртаҫҫӗ. Влаҫсем бюджет ресурсӗсене çынсене кирлĕ мар мероприятисене тӑкаклама юраманнине палӑртаҫҫӗ. Тӗп тӗллев -программӑн ресурсӗсемпе тĕрĕс те перекетлĕ усă курасси.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас