Урал сасси
+17 °С
Облачно
Культура
17 Августа , 14:00

Ÿнер шкулне ҫӗнӗ инструментсем илсе килнĕ

Давлекан хулинчи Ача-пӑча ӳнер шкулне "Ҫемье" наци проекчӗпе  çĕнĕ инструментсемпе тивĕçтернĕ.

Ÿнер шкулне ҫӗнӗ инструментсем илсе килнĕŸнер шкулне ҫӗнӗ инструментсем илсе килнĕ
Ÿнер шкулне ҫӗнӗ инструментсем илсе килнĕ

Учреждениемузыка инструменчӗсем, интерактивлӑ тата сасӑ системисем, ҫавӑн пекех вӗренӳ материалӗсем илсе килнӗ.Ҫӗнӗлӗхсемхушшинче – акустикăллă пианино, баян, саксофон тата туба.Ҫавӑнпекех специалистсем нота пуххисене, компьютерсем тата трансляци системисем туяннӑ.

«Ҫӗнӗ оборудовани пирӗншӗн — чӑн-чӑн парне.Вӑл вӗренӳ шайне ӳстерме тата вӗренӳ процесӗн пахалӑхне лайӑхлатма майсем туса парӗ», — палӑртнă Давлекан хулинчи Ача-пӑча ӳнер шкулӗн директорӗ Валерий Мережников.

"Ҫемье" наци проекчĕ ачаллă çемьесене пулӑшмалли мерăсене пĕрлештерет: ача амӑш капиталне тӳлеҫҫӗ, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗшсене тата ун хыҫҫӑнхи пепкесене ҫуратма хушма хавхаланусем йӗркелеҫҫӗ. Ҫӗршывра хастар та вăрăм ӗмӗр практики пурнӑҫланать. Музейсене, театрсене, киносене тата ытти культура учрежденийӗсене тӳлевсӗр ҫӳреме май паракан "Пушкин картти" программа 14-22 ҫулхи ҫамрӑксемшĕн малалла ӗҫлет.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас