Урал сасси
+21 °С
Облачно
Культура
18 Августа , 10:00

2027 çулта Салават Юлаевăн бронза палăкне вырнаçтарĕç

Ĕпхÿ хулинче реставраторсем палăкăн бронза копине шăратма тытăннă. Çакăн çинчен Раççейри ÿнер академин президенчĕ, проектăн кураторĕ Василий Церетели каласа панă.

2027 çулта Салават Юлаевăн бронза палăкне вырнаçтарĕç2027 çулта Салават Юлаевăн бронза палăкне вырнаçтарĕç
2027 çулта Салават Юлаевăн бронза палăкне вырнаçтарĕç

Василий Зурабович скульптурăна çĕнетмелли ĕçсем палăртнă срокпа килĕшÿллĕн пынине çирĕплетнĕ: бронза палăк 2027 çулхи октябрь уйăхĕ тĕлне хатĕр пулма тивĕç.

Астутаратпăр, маларах Пушкăртстан влаçĕсем наци паттăрĕн монумент скульптурине çĕнетме шутланă. Палăка 1967 çултах чугунран тунă пулнă. Çак вăхăт хушшинче вăл палăрмалла юхăннă.Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх, палăкăн чугун сийĕпе кăшкарĕ пĕтĕмпе юрăхсăра тухнă. Палăка пайсене пайласа хывнă хыççăн ун çинче çурăксем тата тутăхнă вырăнсем пуррине асăрханă. Тасатнă хыççăн лару-тăру палăртнинчен начартарах пулса тухнă.

Совет Союзĕ вăхăтĕнче палăка бронзăран шăратма шутланă, анчах та хаклă пулнипе чугунран тума тивнĕ. Документ тăрăх вăл чугунпа бронзăпа хутăшĕнчен пулни паллă, анчах та тĕпчевсем çакна çирĕплетмен. Материал пахалăхĕ питĕ начар, тĕрлĕ хутăшсенчен тăни паллă пулнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас