

Анатолий Гущин сериалта Танич рольне, тӗп героинӗн тӑванне, вылянӑ. Сериала курас килет-и? Вӑл экран ҫине тухиччен вӑхӑт нумаях юлман: ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 20 сехетре телевизор ҫутма ан манӑр.
Палӑртса хӑварар: Анатолий Гущин 1976 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Ашшӗ —вырӑс, амăшӗ – чӑваш. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн Анатолий Гущин Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ театр аслӑ училищине вӗренме кӗнӗ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята ӑна 2024 ҫулта панӑ. Унӑн пӗрремӗш мӑшӑрӗнчен Елена Шешетинӑран ывӑл пур. иккӗмӗш арӑмӗпе хӗр ҫуралнӑ.
Чăваш халăх сайчĕ.