Урал сасси
+10 °С
Ясно
Культура
30 Сентября , 09:30

Алсу юрăçа мӑсӑльман орденӗпе чысланă

Йăх-несĕл тымарĕсемпе Пушкӑртстанпа çыхăннă Алсу юрăçа Раççей империйӗн II степеньлӗ Пӗрремӗш муфтий ячӗллӗ орден панă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Алсу юрăçа мӑсӑльман орденӗпе чысланăАлсу юрăçа мӑсӑльман орденӗпе чысланă
Алсу юрăçа мӑсӑльман орденӗпе чысланă

Наградăпа  Патшалӑх  Кремль керменӗнче «Тӗн вӑйӗ — халӑхсен пӗрлӗхӗнче» Раҫҫей мӑсӑльманӗсен тӗн пухӑвӗ 10 ҫул тултарнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫра  чысланă.

Ăна  "Наци музыка культурине упраса аталантарас, тутар тата Раҫҫей халӑхӗсен ӑс-хакӑлпа культура еткерлӗхне сарас, ҫавӑн пекех нацисемпе тӗнсем хушшинчи килӗшӗве ҫирӗплетес ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн"панă.

- Ку маншӑн пысӑк чыс тата питӗ хаклӑ награда, — тесе çырнă Алсу социаллă сетьсенче.

- Эпӗ хамӑн тымарсем ҫинчен яланах мӑнаҫланса калаҫатӑп, музыка национальноҫпа тӗне пӑхмасӑр ҫынсене пӗрлештерме пултарнине ӗненетӗп. Тавах ҫакӑн пек пысӑк хак панăшăн, шаннӑшӑн. Пӗр-пӗрне ӗненни, хисеплени пире яланах пӗрлештертӗр".

Автор:Инга Алексеева