Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
16 Ноябрӗн 2023, 09:05

«Раççей» пĕтĕм тĕнчери курав-форумри Пушкăртстан стенчĕшĕн сасăлар

Ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 2024 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕччен Мускавра Пĕтĕм Раççейри халăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче (ВДНХ) «Раççей» курав-форум ĕçлет. Унта çĕршывăн 89 субъекчĕ хутшăнать.

«Раççей» пĕтĕм тĕнчери курав-форумри Пушкăртстан стенчĕшĕн сасăлар
«Раççей» пĕтĕм тĕнчери курав-форумри Пушкăртстан стенчĕшĕн сасăлар

Пушкăртстан кунта хăйĕн стендне кăтартать. Вăл космос вĕçевĕнчи карапа аса илтерет, регионăн çитĕнĕвĕсемпе аталанăвне сăнласа парать.

«Раççей» куравĕн сайчĕ çинче сасăлав йĕркеленĕ, ун тăрăх çĕршывра пурăнакансем, хăйсем сасăлава хутшăннипе, чи лайах стенда суйласа илме май пулĕ. Ыйтăма хутшăнакансем темиçе номинацире сасăлама пултараççĕ. Çав шутра чи лайăх социаллă пуçарусем, аталанусем тата инновацисем енĕпе.

Сасăлава хутшăнас тесен «Раççей» курав-форумăн сайтне  https://russia.ru/voting/region ссылкăпа кĕмелле. Унтан интерактивлă карта çинче Пушкăртстана тупмалла та мĕнпур номинацисемшĕн сасăламалла.

«Раççей» курав-форумра Пушкăртстан экспозицийĕ регионăн тĕрлĕ сферинчи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарать. Кашни кунах стенд лапамĕнче тематика мероприятийĕсем, парнесем вылятарассине йĕркелеççĕ, артистсем куракансене  юрă-кĕвĕпе кĕтсе илеççĕ, савăнăç парнелеççĕ. Пушкăртстан куравĕн программипе тĕплĕнрех официаллă сайтра паллашма пулать.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: