Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
3 Декабрӗн 2023, 16:20

«Раççей» пĕтĕм тĕнчери курав-форумра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет

Паян, декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче, «Раççей» пĕтĕм тĕнчери курав-форумра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет. Мероприятие хутшăнакансене пуян та анлă культурăпа пĕлÿ паракан кану программи кĕтет. Уяв тĕлпулăвĕсене Мускаври халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн (ВДНХ) тĕрлĕ лапамĕнче йĕркелеççĕ.

«Раççей» пĕтĕм тĕнчери курав-форумра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет
«Раççей» пĕтĕм тĕнчери курав-форумра Пушкăртстан Республикин кунĕ иртет

Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров Пушкăртстанăн урамри кил картине пăхса çаврăннă, унта кунĕпех «Терра Пушкăртстан» тата «Терра Хĕлле» фестивальсем иртеççĕ. Регион ертÿçи пушкăрт пылĕпе, фитопродукципе тата республикăри алĕç ăстисен таварĕсемпе çыхăннă куравпа паллашнă. Кунтах сăмаварсен куравĕ ĕçлет. Çавăн пекех Радий Хабиров «Ĕмĕт чăрăшĕ» («Елка желаний») акцине халалланă Çĕнĕ çул йывăççи çинчен пĕр тетте татса илнĕ.

Радий Хабиров Беларусь Республикин Раççей Федерацинчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе Дмитрий Крутойпа пĕрле пушкăрт наци туйне пăхса хак панă. Курава «Чайка» автомобильпе космонавтсен тумне тăхăннă пушкăрт артисчĕсем килсе çитнĕ. Маларах вĕсем космос упипе Мускаври паллă вырăнсем тăрăх çÿренĕ, хăнасемпе Мускав çыннисенчен çак пысăк курава мĕнле майпа çитмелли çинче ыйтса пĕлнĕ. Шăпах ВДНХра Пушкăртстанăн космос вĕçевĕ (космолет) анса ларнă иккен.

«Раççей» куравра эпир регионăн промышленность, инвестици, культура тата туризм хăватне кăтартса паратпăр. Кунтах эпир халăх уявĕсемпе, наци тумĕпе паллаштаратпăр, пирĕн артистсем килсе çитнĕ. Пур пулăм та илемлĕ те кăмăла çĕклемелле пулса иртет», - тенĕ Радий Хабиров.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: