Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
18 Декабрӗн 2023, 12:20

Пушкăртстан стендне пырса курнисем уншăн «Раççей» куравĕн сайтĕнче сасăлĕç

Мускаври Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕнче (ВДНХ) йĕркеленĕ «Раççей» курав-форумăн сайтĕнче чи лайăх регионшăн сасăласси пуçланнă. Эсир кирек мĕнле республикăшăн е облаçшăн, крайшăн 11 номинацинче сасăлама пултаратăр.

Пушкăртстан стендне пырса курнисем уншăн «Раççей» куравĕн сайтĕнче сасăлĕç
Пушкăртстан стендне пырса курнисем уншăн «Раççей» куравĕн сайтĕнче сасăлĕç

 

Сасăлав процедури питĕ те ансат:

-  куравăн сайтне кĕмелле: https://russia.ru/voting/region;-

- регионсен списокĕнче Пушкăртстан Республикине суйласа илмелле е ăна карта çинче палăртмалла:

- регион стенчĕ çинче мĕнпур номинацисене палăртмалла та «сасăлав» пускăчĕ çине пусмалла;

- социаллă сетьсем е почта урлă авторизаци,  е регистраци процедурине иртмелле.

Аса илтеретпĕр, республика пуçлăхĕ Радий Хабиров декабрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче, «Раççей» куравра  Пушкăртстан кунне ирттернĕ кун, пулнă май ахаль куракан шайĕнче регион стендне çитсе курнă. Вăл ВДНХан 75-мĕш павильонĕнче вырнаçнă. Экспозицине çĕнĕ технологисемпе, 3-D пичетпе тата виртуаллă чăнлăхпа, усă курса  хатĕрленĕ. Авторсен шухăшĕпе стенд космос карапне аса илтерет, вăл Раççейпе пĕрле малалла ăнтăлать, çĕнĕ çитĕнÿсемпе инновацисем патне васкать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: