Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
11 Кӑрлач , 16:10

Мускаври «Раççей» куравра Пушкăртстан хăйĕн чемпионĕсемпе паллаштарĕ

Январь уйăхĕн  10-14-мĕшĕсенче Мускаври ВДНХра иртекен «Раççей» тĕнчери куравра Пушкăртстан стенчĕ çинче «100 çулхи спорт çитĕнĕвĕсем» республика спорчĕн эрни иртĕ.

Мускаври «Раççей» куравра Пушкăртстан хăйĕн чемпионĕсемпе паллаштарĕ
Мускаври «Раççей» куравра Пушкăртстан хăйĕн чемпионĕсемпе паллаштарĕ

Правительство канашлăвĕнче спорт министрĕ Руслан Хабибов спорт эрнине республикăн чаплă спортсменĕсем хутшăнасси пирки пĕлтернĕ. Вĕсен шутне Аделина Загидуллина, Тимур Сафин, Эльбрус Нигматуллин, Римма Баталова, Тамара Тансыккужина, Азалия Аминева тата ыттисем кĕрĕç. 

Стендпа паллашма килекенсем валли тĕрлĕ вăйăсем йĕркелĕç, мастер-классем ирттерĕç. Çавăн пекех фиджитал-спортпа, дронсем çине ларса ăмăртассипе тата компьютер спорчĕпе паллашмалли майсем уçăлĕç.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: