Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
22 Кӑрлач , 12:44

Мускаври «Раççей» куравра Пушкăртстана çулçÿрев вылянтарнă

Мускав хулинче иртекен «Раççей» тĕнчери курав-форумра Пушкăртстана тур вылянтарнă.

Мускаври «Раççей» куравра Пушкăртстана çулçÿрев вылянтарнă
Мускаври «Раççей» куравра Пушкăртстана çулçÿрев вылянтарнă

Асăнн ă вылява «Тăвансем - Юратнисем» çемье форумĕ шайĕнче ирттернĕ. Иртнĕ канмалли кунсенче «Пысăк хăнасем. Çемье кĕтсе илет» проект сертификатне Милослава  çĕнсе илнĕ.

Çемье çулĕнче йĕркелекен проекта республикăри Çемье тата ĕç министерствипе «Нумай ачаллă» пулăшу паракан автономлă организаци пуçарнă. Ун условийĕсем тăрăх, Милослава тата унăн тăванĕсем Пушкăртстана хăнана килĕç. Хăнасем пушкăрт çемйинче пурăнĕç. Хуçасем вĕсене вырăнти халăх культурипе паллаштарĕç, Ĕпхÿ хули, çывăхри çут çанталăкăн паллă вырăнĕсем тăрăх экскурсисем ирттерĕç.  

«Тăвансем-Юратнисем» çемье форумĕ январь уйăхĕн 23-мĕшĕччен тăсăлĕ.  Вырăнти Мускав çыннисем тата хăнасем интереслĕ  лекцисене, мастер-классене, вăйă зонисене хутшăнма, Пушкăртстан стенчĕпе паллашма пултараççĕ. Куракансене пушкăрт халăхĕн ремеслисем, культури, хăйнеевĕрлĕхĕ, историйĕ çинчен каласа парĕç.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: