Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
23 Кӑрлач , 11:25

Унăн ÿкерчĕкĕсенче тăван тавралăх, çут çанталăк, çывăх çынсем сăнланнă

Çак кунсенче Пишпÿлек районĕнчи культура çуртĕнче Виктор Васильев ÿнерçĕн картинисен куравĕ иртрĕ. Сăрă ăстин ĕçĕсем чăннипех те чун-чĕрене хускатрĕç. Вĕсенче чăнлăхпа килĕшÿ, ăшăлăх тапса тăрать.

Унăн ÿкерчĕкĕсенче тăван тавралăх,  çут çанталăк, çывăх çынсем сăнланнă
Унăн ÿкерчĕкĕсенче тăван тавралăх, çут çанталăк, çывăх çынсем сăнланнă

Пирĕн тăван тавралăх калама çук илемлĕ. Шурăмпуçпа хĕвел тухăç, ытарайми çуркуннепе кĕркунне. Эпир асамат кĕперĕшĕн те, сывлăмшăн та савăнатпăр. Тăван кĕтесĕмĕрĕн çут çанталăк илемне пĕтĕм чĕрепе йышăнатпăр, савăнатпăр. Çак илеме картинăсем урлă палăртма, ÿкерчĕксене хăйсен чунĕсене хывма кашнинех Турă паман. Вĕсем пирĕн пек мар, урăхларах çынсем пуль çав.
Пишпÿлек тăрăхĕнчи Кистенлĕ ялĕнчи Виктор Васильев та питĕ тĕлĕнмелле пултаруллă çынччĕ. «Çынсем, пĕр минутлăха та пулсан чарăнăр-ха, çут çанталăкпа пĕрле пулăр», – тесе калать пек автор пире хăйĕн картинисем урлă. Шăпах юрату сăнланнă та унăн ÿкерчĕкĕсенче. Ӳнерçĕн тăванĕсен портречĕсем вара çут çанталăка пуянлатаççĕ, унпа килĕшсе тăраççĕ. Тăван тавралăх, çут çанталăк, çынсем... Тĕссен пуянлăхĕпе усă курма пĕлни те сăрă ăстине умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме май парать.
Виктор Геннадьевич Васильев 1961 çулхи май уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕ ялĕнче çуралнă. Сакăр класлă шкултан вĕренсе тухсан 1976-1979 çç Пелепей хулинчи ятарлă пĕлÿ паракан училищĕре электро-газосварщике вĕреннĕ. 1979 çулхи ноябрь уйăхĕнче Совет Çарĕн ретне тăнă, Куйбышеври инженер çарĕнче служба иртнĕ. Çартан таврăннă хыççăн Пелепей хулинчи «Автонормаль» заводра вăй хунă, «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ята тивĕçнĕ. Юлашки сакăр çул хушши вырăнти «Родина» ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хунă.
Виктор ача чухнех тĕрлĕ журналсенчи ÿкерчĕксене ÿкерсе илме юратнă. Шкулта ăна художник тесе чĕннĕ. Вăл нихăçан та кăранташĕпе блокнотĕнчен уйрăлман. Тимĕрпе аппаланма юратнă, хăйĕн чертежĕсем тăрăх тĕрлĕ конструкцисем ăсталанă. Трактор та пуçтарнă. Шăлавар, кĕпе, ĕç тумĕ çĕлеме пĕлнĕ. Пулла çÿреме юратнă. Унтан яланах пулăпа тата пулас картинăсен ÿкерчĕкĕсемпе таврăннă. Художникăн чи çутă ĕмĕчĕ хăйĕн ĕçĕсен илемлетнĕ каталогне тăвасси пулнă. Çавăнпа та Виктор Геннадиевич пур картинисене те шута илме тăрăшнă: мĕн ÿкернĕ, виçи, хăçан ÿкернĕ, кама тата хăçан парнеленĕ.
В.Г. Васильевăн куравне йĕркелес ĕçре ÿнерçĕн тăванĕ Татьяна Федосеева тата Кистенлĕри культура çуртĕнчи пултарулăх ушкăнĕн ертÿçи Светлана Павлова пысăк пулăшу кÿнине те палăртма кăмăллă.
Римма АНДРЕЕВА, Пишпÿлекри
Культура керменĕнчи
халăх пултарулăх галерейин ертÿçи.

Унăн ÿкерчĕкĕсенче тăван тавралăх,  çут çанталăк, çывăх çынсем сăнланнă
Унăн ÿкерчĕкĕсенче тăван тавралăх,  çут çанталăк, çывăх çынсем сăнланнă
Унăн ÿкерчĕкĕсенче тăван тавралăх,  çут çанталăк, çывăх çынсем сăнланнă
Унăн ÿкерчĕкĕсенче тăван тавралăх,  çут çанталăк, çывăх çынсем сăнланнă
Унăн ÿкерчĕкĕсенче тăван тавралăх, çут çанталăк, çывăх çынсем сăнланнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: