Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
24 Нарӑсӑн , 15:25

«Раççей» куравра Пушкăртстан строителĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç

Мускавра иртекен «Раççей» куравра Пушкăртстан стенчĕ çинче ыран, февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Строительство кунĕ иртет. Кунта республикăри строительство сферинчи ÿсĕмсемпе паллаштарасси çинчен ПР Строительство министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ.

«Раççей» куравра Пушкăртстан строителĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç
«Раççей» куравра Пушкăртстан строителĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç

Çавăн пекех курав-форума килекенсем 3D принтер çинче сувенирсем хатĕрленине хăйсен куçĕпе пăхса хак парĕç. Пĕчĕк хăнасем вара хайсен аллипе çурт конструктор пуçтарма пултараççĕ.

Сăмах май, ĕнер, февралĕн 23-мĕшĕнче, асăннă куравра ял хуçалăх сферине халалланă  мероприятисен вăхăтĕнче тăватă çемьене Пушкăртстанри санаторисенче канма путевка парнеленĕ. Савăнăçлă лару-тăрура путевкăсене Пушкăртстан ял хуçалăх министрĕн çумĕ Юрий Лысов Афимьинсен, Бурмитстровсен, Тамбашевсен тата Совнарчуксен çемйисене панă.

«Эпир  мăшăрпа çемье çавăрни çур ĕмĕр. Нихăçан та нимĕн те выляса илни пулман. Хальхинче вылява хутшăнма хĕр хистерĕ, çапла майпа парнеллĕ пултăмăр. Пушкăртстанри «Янган-Тау» санаторине кăмăлтан кайса килĕпĕр. Ку таранчен эпир унта пĕрре те пулман», - хайĕн савăнăçне пытарман Мускавра пурăнакан Наталья Афимьина.

Тепĕр виçĕ çемье «Краноусольский», «Ассы» тата «Якты-Куль» сывлăха çирĕплетмелли учрежденисенче канĕç.

Çак кунах, Çĕршыв хÿтĕлевсисен кунĕ пулнă май, Пушкăртстан стенчĕ арçынсене асăнмалăх парнесем салатса панă. Ик çĕр ытла хăна Пелепей тата Карламан сĕт комбиначĕсен тата «Ахмат-чай» компанин парнисене тивĕçнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

«Раççей» куравра Пушкăртстан строителĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç
«Раççей» куравра Пушкăртстан строителĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç
«Раççей» куравра Пушкăртстан строителĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç
«Раççей» куравра Пушкăртстан строителĕсен çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕç
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: