Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
10 Мартӑн , 10:45

Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» («Жена Героя») сăн ÿкерчĕксен куравĕ ĕçле пуçланă. Ăна уçнă çĕре ятарлă çар операцине хутшăнакансем, вĕсен арăмĕсемпе ашшĕ-амăшĕсем, аппăш-йăмăкĕсем пухăннă. Çавăн пекех ял хутлăх администраци пуçлăхĕсемпе районта пурăнакансем килсе çитнĕ.

Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă
Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă

Сăн ÿкерчĕксен проектне пурĕ Ермеккей районĕнче пурăнакан, упăшкисем ятарлă çар операцине хутшăнакан вунă хĕрарăма тăратнă. Кашни сăн ÿкерчĕкпе юнашар арăмĕсем хăйсен юратнă упăшкисем патне çырнă çырăва вырнаçтарнă.

«Тĕлĕнмелле курав. Кунта портретсем çеç мар, çемьесен фотоисторине, арçынсен паттăрлăхне, вĕсен çирĕп тылне (хĕрарăмсемпе ачасен пулăшăвне)  кăтартса панă. Кашни истори юратупа тата шанăçпа çыхăннă. Эпир хамăрăн ачасемпе тата вĕсен çемйисемпе мăнаçланатпăр, кирек хăçан та тивĕçлĕ пулăшу пама хатĕр. Районти хĕрарăмсен канашĕн председательне  Энже Шафикована тата унăн командине çак пархатарлă та кирлĕ ĕçе пурнăçа кĕртме пултарнăшăн тав тăватăп. Ман шутпа, çакă пуçламăшĕ çеç, проекта хутшăнас текенсем татах та пулĕç», - тесе палăртна район администраци пуçлăхĕ Ильшат Райманов.

«Паттăр мăшăрĕ» курава йĕркелекен ăна уçнă май хăй те пухăннисен умĕнче тухса сăмах каланă.

«Çак курава йĕркелесси пирки эпĕ тахçанах шухăшланă, ун пирки пуçласа илтнĕ хыççăнах. Анчах та вăхăт та, хăйюллăх та çитмерĕ. Салтак арăмĕсем çак шухăша мĕнле йышăнĕç-ши терĕм. Вĕсем хирĕçлемерĕç, манăн шухăша ырларĕç çеç. Ĕçе пуçăнсан, курава йĕркелеме кăна мар, хăтлав ирттерме сĕнтĕм. Каллех килĕшрĕç. «Паттăр мăшăрĕ» тата «Кăвак тутăр»  проектсене вĕçне çитерес тесе икĕ эрне кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшрăмăр. Эпĕ шутланă тăрăх, пирĕн пурте йĕркеллĕ пулса тухрĕ», - тенĕ Энже Шафикова тунă ĕçсемшĕн хĕпĕртесе.

Çар операцинчи çывăх çыннисен ятĕнчен Анна Добринапа Светлана Ерополова проектсен авторĕсене тата ентешĕсене тав тунă. Вĕсен сăмахĕсем тăрăх, çак сăн ÿкерчĕксен куравĕ район тата çĕршыв историне çар çыннисем Тăван çĕршыва юратнине тата уншăн çирĕп тăнине сăнласа паракан символ пек кĕрсе юлĕ.

Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла - Тăван çĕршыври çар çыннисен çемйисен комитечĕн регионти ертÿçи, Пушкăртстанра «Паттăр мăшăрĕ» проекта йĕркелекенĕ Эльвира Мацкевич асăннă проект мĕнле çурални çинчен каласа панă. Вăл унпа Самар хулинче пуçласа паллашнă пулнă, унта «Паттăр мăшăрĕ» курава Екатерина Колотовкина йĕркеленĕ. Çакăн хыççăн пуçарăва Пушкăртстанри районсемпе хуласем ырласа йышăннă. Паянхи кун тĕлне пурĕ çак шухăш тавра республикăра пурăнакан 100 ытла хĕрарăм пĕрлешнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă
Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă
Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă
Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă
Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă
Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă
Ермеккей районĕнче «Паттăр мăшăрĕ» курав уçăлнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: