Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
21 Мартӑн , 14:20

«Чăваш тĕнчи» хальхинче Ермолаевăна çитнĕ

Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн председателĕн çумĕ Анатолий Ефремов чăваш культурин тĕнчипе малалла паллаштарать.

«Чăваш тĕнчи» хальхинче Ермолаевăна çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» хальхинче Ермолаевăна çитнĕ

Унччен маларах вăл «Чăваш тĕнчи» куравпа Мелеуз хулинчи тата Кугарчă тăрăхĕнчи Мраково салинчи историпе краеведени музейĕсене, Зилаир районĕнчи Бердяш ялне çитсе тĕрлĕ вырăнта пурăнакан чăваш арçын тата хĕрарăм тумĕсемпе, пĕр-пĕринчен формипе тата илемлетÿ мелĕпе уйрăлса тăракан пуçа тăхăнмалли хатĕрсемпе паллаштарни çинчен çырнăччĕ.

Нумай пулмасть Анатолий Николаевич Мелеуз хулинчи историпе краеведени музейĕнче шкул ачисемпе тата Куюргазă тăрăхĕнчи Ермолаево салинчи «Йэшлек» районти культура керменĕнче аслисемпе тĕлпулусем ирттернĕ. «Чăваш тĕнчи» куравпа паллаштарнисĕр пуçне вăл ăнлантару лекцийĕсем те йĕркеленĕ. Лекцисем вăхăтĕнче чăвашсен йышĕ, вĕсен йăли-йĕркисемпе уявĕсем, хăш регионта чăвашсем йышлă пурăнни, кураври экспонатсем тата ытти çинче чарăнса тăнă. Унсăр пуçне пухăннисен ыйтăвĕсем çине хурав панă.

Çапла майпа Анатолий Ефремов тĕрлĕ тăрăха çитсе чăваш халăхĕн ăс-хакăл пурлăхне ăс-тăна хывма пулăшать, çитĕнекен ăрăва наци йăли-йĕркисен никĕсĕ урлă воспитани пама, хамăрăн пуянлăха ытти халăхсене кăтартма тăрăшать.

«Чăваш тĕнчи» хальхинче Ермолаевăна çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» хальхинче Ермолаевăна çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» хальхинче Ермолаевăна çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» хальхинче Ермолаевăна çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» хальхинче Ермолаевăна çитнĕ
«Чăваш тĕнчи» хальхинче Ермолаевăна çитнĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: