Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
24 Майӑн , 16:15

«Китап-байрам» куравра хаçат-журнал çырăннисем парнеллĕ пулĕç

Ĕпхÿре иртекен «Китап-байрам» Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке ярмăрккин «Китап» издательствăн курав лапамĕнче виçĕ кун хушшинче республика, хуласемпе районсен переодика кăларăмĕрсене çырăнса илме пулать.

«Китап-байрам» куравра хаçат-журнал çырăннисем парнеллĕ пулĕç
«Китап-байрам» куравра хаçат-журнал çырăннисем парнеллĕ пулĕç

Ярмăрккăн кашни кунĕнчех 18.00 сехетре «Пушкăртстан Республики» издательство çурчĕ кăларакан хаçат-журналсене çырăнса илсен (çав шута «Урал сасси» те кĕрет) лоторея вылявне хутшăнма тата парне выляса илме май пур. Лоторея вылявне «Китап-байрам» курав ĕçленĕ кунсенче ярмăрккăна çитсе переодика кăларăмĕсем çырăнса илнисем çеç хутшăнма пултараççĕ. Хаçат-журнала çур çултан кая мар тапхăра çырăнмалла.

Лоторея вылявне хутшăнакансем, Турă панă телей пулсан, пралуксăр хăлхалăх (наушник) е  power bank (кĕсъери аккумулятор) хуçи пулса тăрĕç.

Аса илтеретпĕр, «Китап-байрам» кĕнеке ярмăркки Советски площадьре тата ун çывăхĕнчи урамсенче май уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче ĕçлет.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: