Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
26 Майӑн , 17:15

«Китап-байрам» ярмăрккара вулакансем чăваш кĕнекисемпе паллашаççĕ

 Ĕпхÿре май уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче иртекен «Китап-байрам» Петĕм тĕнчери кĕнеке ярмăрккине Азербайджанпа Белоруç, Казахстанпа Кăркăстан, Узбекистанпа Таджикистан  çĕршывĕсемсĕр пуçне Раççейĕн 18 регионĕнчи 223 издательство хутшăнать. Çав шутра Чăваш кĕнеке издательстви те пур. Вĕсен курав лапамĕ те ытти наци издательствисем пекех тухăçлă ĕçлет, пĕр урамра вырнаçнă.

«Китап-байрам» ярмăрккара вулакансем  чăваш кĕнекисемпе паллашаççĕ
«Китап-байрам» ярмăрккара вулакансем чăваш кĕнекисемпе паллашаççĕ

- Эпир Удмурт, Тутарстан, Пушкăртстан, Саха(Якути) республикисенчи ĕçтешсемпе туслă ĕçлетпĕр. Кунта та вĕсемпе пĕрле çак форума хутшăнма кăмăллă, - тесе пĕлтереççĕ Шупашкартан килнĕ хăнасем.

Паллах, вĕсене чăваш кĕнекисемпе кăсăкланакансем пурри те савăнтарать. Ярмăркка иккĕмĕш хут иртет, çавăнпа та иртнĕ çул кунта пулнă вулакансене кăçал та курма кăмăллă. Акă, сăмахран Кармаскалă районĕнчен килнĕ Роза ятлă хĕрарăм хăйĕн 85 çулхи амăшĕн кăмăлне çĕклеме куравра 8 кĕнеке таран туяннă.

Çавăн пекех Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем вулакансем Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» тата «Чувашская кухня» кĕнекесене кăмăлласа туяннине палăртнă.

Чăвашла кун çути курнă кĕнекесемпе ярмăркка вăхăтĕнче Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров та паллашнă, хăнасене ăнăçу суннă.

Юрий СНЕГОПАД.

«Китап-байрам» ярмăрккара вулакансем  чăваш кĕнекисемпе паллашаççĕ
«Китап-байрам» ярмăрккара вулакансем  чăваш кĕнекисемпе паллашаççĕ
«Китап-байрам» ярмăрккара вулакансем  чăваш кĕнекисемпе паллашаççĕ
«Китап-байрам» ярмăрккара вулакансем  чăваш кĕнекисемпе паллашаççĕ
«Китап-байрам» ярмăрккара вулакансем чăваш кĕнекисемпе паллашаççĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: