Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
11 Августӑн , 15:25

Регион ертÿçи сăн ÿкерчĕк ăстисене Ĕпхÿ хулине парнеленĕ ĕçсемшĕн тав тунă

Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров Ĕпхÿри Пушкăртстан Наци музейĕнче хальхи вăхăтра ĕçлекен икĕ фотокурава çитсе курнă. Унта Екатерина Рождественская, Раиф Бадыков и Вячеслава Стрижевский ĕçĕсене хак панă.

Регион ертÿçи сăн ÿкерчĕк ăстисене Ĕпхÿ хулине парнеленĕ ĕçсемшĕн тав тунă
Регион ертÿçи сăн ÿкерчĕк ăстисене Ĕпхÿ хулине парнеленĕ ĕçсемшĕн тав тунă

Сăн ÿкерчĕксен авторĕсем – Раççейри паллă поэтăн Роберт Рождественкийĕн хĕрĕ, «Караван историй» журналта «Уйрăм коллекци» («Частная коллекция») фотопроекта пуçарса ярса пурнăçа кĕртекен Екатерина Рождественская тата Пушкăртстанри паллă фотохудожниксем Раиф Бадыковпа Вячеслав Стрижевский – курава пĕр темĕна, Ĕпхÿ хули 450 çул тултарнине, халалланă.

«Паян эпир хăйне евĕрлĕ те пултаруллă çынпа, паллă художникпа Екатерина Рождественскаяпа «Ĕпхĕве юратса» («К Уфе с любовью») экспозици уçрăмар. Çак сăн ÿкерчĕксем çинче тĕп хулан паллă вырăнĕсене, хулана юратакан пысăк ÿсĕм тунă спортсменсене, çыравçăсемпе музыка ăстисене, политика деятелĕсене куратпăр. Раиф Бадыковпа Вячеслав Стрижевский ĕçĕсем пачах урăхла –вĕсенче Ĕпхÿн тепĕр енне сăнланă. Кунта çынсем каласа панă тăрăх тунă истори куç умне тухса тăрать», - тесе çырнă регион ертÿçи хăйĕн социаллă сечĕсенче.

Çавăн пекех вăл авторсене вĕсен «ăсталăхĕшĕн тата пурнăçа хăйне евĕр курнăшăн» тав тунă. «Ку вăл Ĕпхÿ 450 çул тултарнă тĕле питĕ те кăмăллă та илемлĕ парне пулĕ», - тенĕ Радий Хабиров пурне те республикăри Наци музейне çитсе курма йыхравланă май.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: