Урал сасси
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Курав
9 Октябрӗн , 18:10

Ĕпхÿре «Пирĕн Пушкăртстан» фотокурав уçăлать

Республика кунĕ умĕн, октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Ĕпхÿри «Китап» кĕнеке лавккинче «Пирĕн Пушкăртстан» («Наш Башкортостан») +6 фотокурав уçăлать.

Ĕпхÿре «Пирĕн Пушкăртстан» фотокурав уçăлать
Ĕпхÿре «Пирĕн Пушкăртстан» фотокурав уçăлать

Сăн ÿкерчĕксен авторĕсем пурте профессиллĕ фотографсем шутланаççĕ. Вĕсем «Республика Башкортостан» издательство çуртĕнче пичетленекен республика тата район кăларăмĕсенче корреспондент пулса ĕçлеççĕ. Хăйсем суйласа илнĕ профессие пула хаçат-журнал ĕçченĕсем Пушкăртстан тăрăх нумай çÿреççĕ, тăван тăрăхри çут çанталăкпа, йăла-йĕркепе, кулленхи пурнăçпа çыхăннă сăн ÿкерчĕксем тăваççĕ.

«Пирĕн Пушкăртстан» фотокурав Ĕпхÿ хулинче пурăнакансемпе хăнасене республикăн çĕнĕ аталанăвĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарĕ, регионта пурăнакан халăхсен тĕрлĕ енлĕ йăли-йĕркипе культурине хак пама майсем туса парĕ, сăрт-тусемпе тÿрем вырăнсен, юхан шывсемпе кулĕсен илемлĕхĕпе киленме пулăшĕ.

Экспозици «Китап» лавккара (Ленин урамĕ, 26) кĕçнерни кун 13.30 сехетре уçăлать. Вăл пĕр уйăх хушши ĕçлĕ. Кунта кирек кама та хапăл туса йышăнаççĕ. Ĕç кунĕсенче лавкка 10.00 сехетрен пуçласа 21.00 сехетчен ĕçлет, канмалли кунсенче  - 10.00-20.00 сехетсенче.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: