-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Çак кунсенче отрасль конкурсĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысланă. Пушкăртстанри Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республика аграрийĕсем темиçе теçетке медаль илме тивĕçнĕ.
Отрасльти вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем – Пушкăрт патшалăх аграри университечĕ тата колледжсем - ылтăн, кĕмĕл тата бронза комплекчĕсене çĕнсе илни уйрăмах савăнтарать. Ылтăн тата кĕмĕл медальсен хуçи – Ял хуçалăх енĕпе консультаци паракан центр. Çавăн пекех апат-çимĕç продукцийĕсем туса илекенсен те чылай медаль илме тивĕçнĕ.