Урал сасси
+13 °С
Облачно
Курав
25 Октября 2024, 11:20

Ĕпхÿри Нестеров музейĕнче Третьяковка галерейинчи ĕçсенчен курав йĕркелĕç

«Академизмран импрессионизм патне. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа XX ĕмĕр пуçланичченхи пейзаж тата портрет» экспозицине Ĕпхÿ хули 450 çул тултарнине халалланă. Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров çак ĕçе пуçараканĕ пулнă, Третьяковка галерейин тĕп директорĕ Елена Проничева регион ертÿçин шухăшне ырласа йышăннă.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ĕпхÿри Нестеров музейĕнче Третьяковка галерейинчи ĕçсенчен курав йĕркелĕçĔпхÿри Нестеров музейĕнче Третьяковка галерейинчи ĕçсенчен курав йĕркелĕç
Ĕпхÿри Нестеров музейĕнче Третьяковка галерейинчи ĕçсенчен курав йĕркелĕç

Курава 49 живописьпе çыхăннă, галерейăшăн пĕлтерĕшлĕ ÿкерчĕк кĕрет. Унта паллă вырăс художникĕсем ÿкернĕ пейзажсемпе портретсене курма пулĕ. Экспозици пейзаж тата портрет искусствин аталанăвне кăтартса паракан тăватă пайран тăрать. Кунта килекенсем  А.К. Саврасовăн, В.Д. Поленовăн, И.И. Левитанăн, И.И. Шишкинăн, В.Г. Перовăн, Л.Л. Каменевăн, К.А. Коровинăн, В.А. Серовăн, В.Э. Борисов-Мусатовăн, И.Э. Грабарьăн, Н.В. Мещеринăн, М.Ф. Ларионовăн, Н.С. Гончаровăн тата ытти живописьпе ĕçлекен художниксен ĕçĕсемпе паллашма пултараççĕ.

Курав Нестеров музейĕпе Третьяковка галерейи нумай çул хушши туслă та кăмăллă çыхăну тытнине çирĕплетет. Çавăнпа та вăл Ĕпхÿпе республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать.  

+6

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов