Пур хыпар та
Курав
2 Ноябрӗн 2024, 12:26

Ĕпхĕве Люба ятлă мамонт çурин мумине илсе килнĕ

Пушкăртстанри наци музейне Ямалтан  сайра йышши экспонат – Люба мамонт çурине илсе килнĕ.

Ĕпхĕве Люба ятлă мамонт çурин мумине илсе килнĕ
Ĕпхĕве Люба ятлă мамонт çурин мумине илсе килнĕ

«40 000 çул тата хĕл. Люба мамонт çурин вăрăм тĕлĕкĕ» вилнĕ чĕр чунăн мумийĕ куравăн тĕп экспоначĕ пулĕ. Асăннă курав ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçăлнă.

Эрĕнпур хулинчен Ĕпхĕве çыхăну специалисчĕсем мамонт çурине силленесрен сыхлакан ятарлă боксра илсе килнĕ. Транспортра та 35-50% шайĕнче нÿрĕ тата сывлăш температурине тытса пынă.

Мамонт çури  40 пин ытла çул каялла пурăннă. 2007 çулта ăна юхан шыв хĕрринче Юрий Худи пăлан ĕрчетекен асăрханă. Ăсчахсем пĕр уйăхри чĕр чун шурлăхра путса вилнĕ тесе шутлаççĕ.  

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас