-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Фестивале республикăн премьер-министрĕ Андрей Назаров хутшăннă, ял хуçалăх куравне пăхса тухнă, тавар туса кăларакансемпе калаçнă.
ПР Министрсен Кабинечĕн пуçлăхĕ сĕт туса илессипе Пушкăртстан çĕршывĕпе виççĕмĕш вырăн йышăннине пĕлтернĕ. Халĕ республикăра çулталăкне 800 пин тонна сĕт суса илеççĕ. 2030 çул тĕлне 1 млн тоннăна çитерме, çак вăхăт тĕлне 50 пысăк ферма уçма палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра 21 ферма ĕçлет.
«Сĕт çĕршывĕ» фестивале 200 тавар туса кăларакан хутшăннă. Вĕсенчен 39-шĕ – сĕт продукцине, тăххăрăшĕ – кăмăс, 50-шĕ пыл суту-илÿ куравне тăратнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.