ПР правительствин вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче отрасль конкурсĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене тĕрлĕ шайри медальсем парса чысланине пĕлтернĕ.
- Çавăн пекех регион тепĕр хут Гран-прие тивĕçрĕ. Республикăри вуншар организацисемпе предприятисем тĕрлĕ пахалăхлă наградăсем илчĕç. Çакă Пушкăртстан таварĕ Раççей рынокĕнче кирлĕ тата халăх кĕтнĕ продукци пулнине çирĕплетет, - тенĕ вăл.
Аса илтеретпĕр, Пушкăртстан йăлана кĕнĕ тăрăх «Ылтăн кĕркунне» куравра пуян стендпа палăрнă. 140 тăваткал метр çинче отрасль юлашки вăхăтра тунă çитĕнÿсене, цифровизаци ĕçĕнчи уйрăмлăхсене туллин кăтратса панă. Çавăн пекех Пушкăртстан стенчĕ çинче регионта палăрнă апат-çимĕçĕн тата наци бречĕсен хăтлавне йĕркеленĕ. Органикăлла продкцинчен тăракан зона урăм вырăн йышăннă.
Юрий СНЕГОПАД.