Пур хыпар та
Курав
14 Ноябрӗн 2025, 10:00

Ĕпхÿре «Вĕрентекен тата вĕренекен» курав уçăлнă

Ĕпхÿ хулинчи Профсоюзсен çуртĕнче хулари 2№ ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсен «Вĕрентекен тата вĕренекен» куравне уçассипе çыхăннă церемони иртнĕ.

Ĕпхÿре «Вĕрентекен тата вĕренекен» курав уçăлнă
Ĕпхÿре «Вĕрентекен тата вĕренекен» курав уçăлнă

Профсоюз-АРТ курав комплексĕнче çамрăк ÿнерçĕсен тата вĕсен наставникĕсен ĕçĕсем вырнаçнă: декораципе ĕçлев ÿнерĕ, графика, живопись.

Кунта тĕрлĕ çулсенче пурнăçланă ĕçсене те курма пулать. Выставкăра шкулăн ĕнерхи вĕренекенĕсен станоклă композицийĕсем те пур: натюрмортсем, çут çанталăка сăнани, портретсем, стена çине çакмалли панносем.

Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тĕрлĕ темăсене сăнласа панă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи, çемье, юратнă хула, ачалăх, культура тата тăван тăрăхăн çут çанталăкĕ. Паллах, ĕçсене тĕрлĕ техникăсемпе (акварель тата гуашь, пастель, картон çинчи гравюра, çуллă сăрăсем тата ытти те) усă курса пурнăçланă.

Çапла майпа тĕлĕнмелле илемлĕ те пуян курав йĕркеленнĕ.

Ĕçсемпе ĕç кунĕсенче 9.00 сехетрен пуçласа 17.00 сехетчен çак адреспа паллашма пулать: Ĕпхÿ хули, Киров урамĕ, 1-мĕш çурт. Курав тÿлевсĕр.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас