Пур хыпар та
Курав
7 Нарӑсӑн , 12:30

Мускаври куравра «Паха тĕрĕ» парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илнĕ

Çĕршывăн тĕп хулинчи «Гостинный двор» курав  комплексĕнче январь уйăхĕн вĕçĕнче улттăмĕш хут «Хăйне евĕрлĕ Раççей» («Уникальная Россия») ÿнерпе промышленность форум-курав ĕçлеме пуçланă. Çак пысăк мероприятие Шупашкарти «Паха тĕрĕ» фабрика та хăйĕн экзпозицине тăратнă.

Мускаври куравра «Паха тĕрĕ» парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илнĕ
Мускаври куравра «Паха тĕрĕ» парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илнĕ

Унти лапамрах уйрăм ăстаçăсен ĕçĕсене Пĕтĕм Раççейри III «Раççейĕн хăйне евĕрлĕ ăстаçисем» конкурсра хак панă. «Тумтир тата костюм япалисем хатĕрлес» номинацире  «Шурă тум ĕмĕрсем иртсен» костюм коллекцийĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çак ĕç йăла-йĕркесен çыхăнăвне тата художниксен çивĕч ăсталăхне кăтартса парать.

«Илемлĕ текстиль» номинацире Чăваш Ен ăстисем чăваш тĕрриллĕ урай паласĕпе виççĕмĕш пулнă. Урайне сармалли хатĕр пуян наци орнаменчĕпе тата алă вĕççĕн тăрăшса тимлĕ ăсталанипе палăрса тăнă.

«Шурă тум ĕмĕрсем иртсен» коллекци авторĕсем –Ольга Ландышева тĕп конструктор модельерпа Инна Аркадьева тĕрĕ дизайнерĕ, чăваш тĕрриллĕ урай паласĕн Анастасия Андреевапа Ирина Лебедева шутланаççĕ.

Мускаври «Хăйне евĕр Раççей» курав февраль уйăхĕн 8-мĕшĕччен пырать.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас