Урал сасси
+27 °С
Облачно
Курав
18 Мая , 10:00

«Пирĕн таврари тĕнче» курава çитсе курма васкăр

Туссем, чăтăмсăррăн кĕтнĕ кун çывхарать. Май уйăхĕн 21-мĕшĕнче 17.00 сехетре ПР Художниксен союзĕн залĕнче (вăл Ĕпхÿ хули, Ленин урамĕ, 43-мĕш çурт адреспа вырнаçнă) Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Ĕпхÿ хулинче пурăнакан педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕн тата ÿнерçĕн Анатолий Яковлевăн «Пирĕн таврари тĕнче» ятпа куравĕ уçăлать.

«Пирĕн таврари тĕнче» курава çитсе курма васкăр«Пирĕн таврари тĕнче» курава çитсе курма васкăр
«Пирĕн таврари тĕнче» курава çитсе курма васкăр

Выставкăра авторăн живопись тата графика мелĕсемпе ăсталанă, çапнă эрешлĕ (чеканка) ĕçӗсемпе çывăхрах паллашма пулать. «Пирĕн таврари тĕнче» ятпа йĕркелекен курав июнь уйăхĕн 23-мĕшĕччен ĕçлĕ.    

Ÿнер культурине хаклама пĕлекенсем хăтлава хутшăнма пултараççĕ. Вăл тÿлевсĕр иртĕ. Мероприятие кĕвĕ-юрă номерĕсем те илем кÿрĕç.

Курав залĕ тунти кунран пуçласа кĕçнерни кунччен 11.00 сехетрен пуçласа 18.00 сехетчен, эрне кун 11.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен ĕçлĕ. Шкулсенче вĕренекенсен ушкăнĕсене хапăл туса йышăнĕç.  Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-987-494-03-32, 8-917-751-59-03.

Йĕркелÿçĕсем.

 

«Пирĕн таврари тĕнче» курава çитсе курма васкăр
«Пирĕн таврари тĕнче» курава çитсе курма васкăр
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас