Урал сасси
+20 °С
Дождь
Курав
29 Июля , 11:30

Асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри çĕр çинчен çухалмĕ

Чăваш тĕрри… Мĕн тери илемлĕ те асамлă, пуян та илĕртÿллĕ вăл. Тĕрĕ ÿнерне чăваш халăхĕ мĕн авалтанпах аталантарса пынă. Унпа вăл хăй тăхăнакан тумтирне те, капăрлăха та, савăт-сапана та,  кил-çурт таврашĕнчи ытти япаласене те илемлетнĕ.

Асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри çĕр çинчен çухалмĕАсамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри çĕр çинчен çухалмĕ
Асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри çĕр çинчен çухалмĕ

Тĕрĕре чăваш хăй пурнăçне, шухăш-ĕмĕтне сăнланă… Паянхи кун та эпир унăн илемĕнчен тĕлĕнетпĕр. Çакна Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнчи культура çуртĕнче июль уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен  ĕçлекен курав та тепĕр хут çирĕплетсе панă.

Ольгăпа Любовь Федоровасем, Мария Михайлова культура ĕçченĕсем тĕрĕ ăсталăхĕпе паллаштарса ăна малалла аталантарас, несĕлсен пуянлăхне анлăрах сарас, хамăрăн тĕлĕнмелле пуян йăла-йĕркесене упраса хăварас, вĕсене ăруран ăрăва куçарса пырас тĕллевпе пуян та интереслĕ курав йĕркеленĕ. Кунта вырăнти ал ĕç ăстисем хатĕрленĕ масмаксемпе тухьясем, сурпансемпе хушпусем, чăваш тĕрриллĕ тум тăхăннă пуканесем, эрешлĕ салфеткăсемпе ал шăллисем вырăн тупнă.

Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене уçса паракан куравпа ачасем те, аслисем те паллашма кăмăл тунă. Вĕсем кашни япалана тытса пăхмассерен ыйтусем панă.

Асанне арчинчи тĕрĕсем ан çухалччăр, музейсенче вырăн тупнă авалхи тĕрĕсем типтерлĕ упранччăр, çĕннисем тĕрленччĕр. Ун чух  асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри нихăçан та тĕксĕмленмĕ, çĕр çинчен çухалмĕ.

Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.

 

Асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри çĕр çинчен çухалмĕ
Асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри çĕр çинчен çухалмĕ
Асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри çĕр çинчен çухалмĕ
Асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри çĕр çинчен çухалмĕ
Асамат кĕперĕ пек илемлĕ чăваш тĕрри çĕр çинчен çухалмĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас