

Кураври япаласемпе паллашнă май, килнĕ çынсем ал ĕç ăстисен тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне хак панă. Кунта бисертан хатĕрленĕ япаласем те, йалана кĕнĕ чăваш тĕрри те, наци тумĕллĕ пуканесем те, акварельпе ÿкернĕ ÿкерчĕксем те, тăмран хатĕрленĕ теттесем те пулнă. Кашнинех куçпа курнă хыççăн тытса пăхас килнĕ.
«Ăстаçăсене йыхравласан вĕсем курава хутшăнма кăмăл туни савăнтарать. Вĕсем хăйсем ăсталанă ĕçсемпе хăнасене чунĕсене уçса та ăшшăн каласа пани мĕне тăрать. Çакăн пек куравсене эпир малашне те йĕркелĕпĕр, çапла майпа хамăрăн ентешсене вырăнти алĕç пултарулăхĕпе паллаштарăпăр.
Ăстаçăсене вĕсен ылтăн аллисемшĕн, пултарулăха аталантарнăшăн тав тăватпăр. Пурне те хавхалану тата ăнăçу сунатпăр», - тенĕ культура ĕçченĕсем ялти курав пирки пĕтĕмлетÿ тунă май.
Юрий СНЕГОПАД.