Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лару
31 Кӑрлач 2023, 10:55

Академи пайташĕсем черетлĕ пухăва пуçтарăнчĕç

Январь уйăхĕн 29-мӗшӗнче Ĕпхÿ хулинче Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийĕн Уралçум филиалĕн пухӑвӗ иртрӗ.

Академи пайташĕсем  черетлĕ пухăва пуçтарăнчĕç
Академи пайташĕсем черетлĕ пухăва пуçтарăнчĕç

Филиал ертӳçи Иван Тарасов 2022 çулта туса ирттернĕ ĕçсем ҫинчен анлă доклад туса пачĕ, ертӳçĕ ҫумĕ Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ (вăлах çак йĕркесен авторĕ) кăçал пурнăҫлама палăртнă ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Малалла академи пайташĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ ҫинче чарăнса тăчĕç.
Палăртнă пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсенчен пӗри – Тăван çĕршывăн 1941-1945 ҫулсенчи вăрçăра пуç хунă Пушкăртстан чӑвашĕсен тулли списокне хатĕрлесе кĕнеке калăпласси. Ку ĕçсен пуçаруçи – Мударист Сафин таврапĕлÿçĕ.
Çавăн пекех сӑмах калакансен шутĕнче Николай Васильев, Ирина Сухарева, Иван Ефимов, Вячеслав Ерохин академиксем тата ыттисем пулчĕç, вĕсемех усăллă сĕнÿсем пачĕç.
Игорь ПЕТРОВ. Ĕпхÿ хули.

Академи пайташĕсем  черетлĕ пухăва пуçтарăнчĕç
Академи пайташĕсем  черетлĕ пухăва пуçтарăнчĕç
Академи пайташĕсем  черетлĕ пухăва пуçтарăнчĕç
Академи пайташĕсем  черетлĕ пухăва пуçтарăнчĕç
Академи пайташĕсем черетлĕ пухăва пуçтарăнчĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: