Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лару
9 Апрелӗн 2023, 14:00

Ĕпхÿре регионти чăваш наципе культура автономийĕн канашлăвĕ иртнĕ

Апрель уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ĕпхÿре Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономин канашлăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне автономи ертÿçи Виталий Викторов ертсе пынă.

Ĕпхÿре регионти чăваш наципе культура автономийĕн канашлăвĕ иртнĕ
Ĕпхÿре регионти чăваш наципе культура автономийĕн канашлăвĕ иртнĕ

Ларура хускатнă ыйтусем ытларах суйлавпа çыхăннă. Кунта чăн малтан уставпа килĕшÿллĕн ЧНКАн аслă канаш председательне суйланă. Малашне унăн тивĕçĕсене Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Владимир Иванов предприниматель туса пырĕ. Çавăн пекех канашлура автономи пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне тата тепĕр çумне суйланă. Вĕсем - Юрий Михайлов (Ĕпху хули) тата Владимир Матвеев Яковлев (Пелепей районĕ).

Çак ларурах автономин ĕç тăвакан комиссийĕсене йĕркелес тата ĕç планне çирĕплетес ыйтусене сÿтсе явнă, Федор Федоров, Владимир Иванов, Юрий Михайлов (Ĕпхÿ хули), Луиза Федорова, Владимир Яковлев (Пелепей хули), Виталий Михайлов (Çтерлĕ хули) тата ыттисем сăмах илнĕ май ĕçлĕ сĕнÿсем панă. Канашлăва пухăннисем çывăх вăхăтра çак ыйтусем патне тепĕр хут таврăнмаллине палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: