Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лару
17 Нарӑсӑн , 09:25

Пушкăртстанри аслă шкулсен ректорĕсен Канашĕн çĕнĕ председательне суйланă

Ĕнер, февраль уйăхĕн 16-мĕшĕнче, Пушкăртстанри аслă шкулсен ректорĕсен Канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта çĕнĕ ертÿçĕ суйланă.

Пушкăртстанри аслă шкулсен ректорĕсен Канашĕн çĕнĕ председательне суйланă
Пушкăртстанри аслă шкулсен ректорĕсен Канашĕн çĕнĕ председательне суйланă

Маларах çак пукана Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Салават Сагитов йышăннă пулнă. Халĕ вара председатель тивĕçĕсене малашне Раççей Академи наукисен академикĕ, медицина ăслăлăхĕн докторĕ, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн ректорĕ Валентин Павлов пурнăçлĕ. Вăл хăйĕн ĕçтешĕсене тата регион ертÿçисене çак ĕçе шанса панăшăн тата республикăри аслă шкулсене аталанма майсем туса панăшăн тав тунă.

«Ректорсен Канашĕ пирĕншĕн кирлĕ те чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçа кĕртекен структура шутланать. Салават Талгатович ертсе пынипе эпир нумай ĕçсем туса ирттертĕмĕр, уншăн эпир ăна тав тăватпăр. Çав вахăтрах Валентин Николаевича ăнăçу сунатпăр, ан тив унăн пурте пурнăçа кĕрсе пыччăр», - палăртнă ПР Пуçлăхĕн администрацинчи эксперт управленийĕн ертÿçи Сергей Путенихин.

«Салават Талгатович - 2014 çултанпа ректорсен Канашĕн пайташĕ. Вăл правительствăн вице-премьерĕ пулнă чухнех çак структурăна çĕнĕ форматпа ĕçлеттерес тесе хастар хутшăнчĕ. Çакă ĕçе çĕнĕ шая çĕклеме май пачĕ тата Канаш кирлине çирĕплетме пултарчĕ. Валентин Николаевичăн вăй-хăватне, авторитетне тата ĕç опытне пĕлнĕ май, эпир малашне те лайăхах аталанăпăр тесе шутлатăп», - тенĕ ректорсен Канашĕн председателĕн çумĕ, Пушкăрт патшалăх ял хуçалăх университечĕн ректорĕ Илдар Габитов.

Ларура ректорсем çавăн пекех регионти аслă шкулсенче экстремизмпа терроризм пирки профилактика ĕçĕсем ирттерес, «Студентсен çуркунни» регионти фестивале тата общежитисен конкурсне йĕркелес, ПР Предпринимательствăпа туризм министерстви пулăшнипе студентсен туризмне атлантарас ыйтусене пăхса тухнă. Унсăр пуçне аслă шкул пуçлăхĕсем Ĕпхÿре кăçал кĕркунне Атăлçи федераллă округри студент отрячĕсен слечĕ иртесси çинче чарăнса тăнă.

Юрий СНЕГОПАД

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: