Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Лару
21 Октябрӗн , 15:10

Çтерлĕ хулин мэрне çирĕплетнĕ

Паян, октябрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Çтерлĕри хула канашĕн ларăвĕнче администраци пуçлăхĕн кандидатурине çирĕплетнĕ. Малашне хула мэрĕ 33 çулхи Эмиль Шаймарданов пулĕ.

Çтерлĕ хулин мэрне çирĕплетнĕ
Çтерлĕ хулин мэрне çирĕплетнĕ

Маларах хула администраци пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçланă Рустем Газизов контракт вăхăчĕ тухнипе ĕç вырăнне хăварнă. Вăл муниципалитета 2021 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа ертсе пынă.

Хула канашĕн ларăвне Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров та хутшăннă. Вăл Рустем Газизова  тунă ĕçсемшĕн тав тунă, «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чысланă. Малалла Рустем Газизов  Пушкăртстан правительствинче вăй хурĕ.

Эмиль Шаймарданов  - Çтерлĕ хулин çынни. 2013 çулта Пушкăрт патшалăх университетĕнче юриспруденци специальноçне вĕреннĕ. 2016 çулта патшалăх муниципаллă управленин специальноçĕпе бакалавр дипломне илнĕ. 2020 çулта РФ президенчĕ çумĕнчи патшалăх служби тата Раççей халăх хуçалăхĕн академин магистратуринче пĕлĕвне анлăлатнă. Ĕçлĕ пурнăçне Мускав правительствинче пурлăхпа çĕр тата транспорт строительствин уйрăмĕнче тĕп специалист пулса пуçланă. Унтан РФ Строительство  тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинче тĕрлĕ должноçра, Мускав хулин строительство департаментĕнче вăй хунă. 2022 çулхи декабрь уйăхĕнчен Çтерлĕ хула  администраци пуçлăхĕн  çумĕ пулса тăрăшнă. Çемьеллĕ, хĕр çитĕнет.

Çтерлĕ хулин мэрне çирĕплетнĕ
Çтерлĕ хулин мэрне çирĕплетнĕ
Çтерлĕ хулин мэрне çирĕплетнĕ
Çтерлĕ хулин мэрне çирĕплетнĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: